Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Туркменистанра Тутарстан Республикин культура кунӗсем уçăлнă

Туркменистанра Патшалăх культура центрӗнчи Мукамсен Керменӗнче Тутарстан Республикин культура кунӗсем чаплă концертпа уçăлнине пӗлтерет ТР Культура министерствин пресс-служби. Мероприятие уçнă çӗре Туркменистанăн культура министрӗ Курбан Мурадалиев, ТР культура министрӗ Ирада Аюпова хутшăннă.

Туркменистанра Патшалăх культура центрӗнчи Мукамсен Керменӗнче Тутарстан Республикин культура кунӗсем чаплă концертпа уçăлнине пӗлтерет ТР Культура министерствин пресс-служби.

Культура кунӗсен хӳттинче Туркменистанра Тутарстан киновӗсен кăтартăвӗ, ЮНЕСКО еткерне кӗнӗ объектсен, республикăн халăх художествăлла промыслисен ертӳçӗ мастерӗсен ӗçӗсен куравӗ, Тутарстан Республикин искусствăсен мастерӗсен концерчӗсем иртеççӗ.

Тутарстан культура кунӗсене уçнă çӗре Туркменистанăн культура министрӗ Курбан Мурадалиев, ТР культура министрӗ Ирада Аюпова хутшăннă.

Тутарстансен концертне культура сферин ертӳçисем, дипломати миссийӗсен представителӗсем, творчество интеллигенцийӗ, тутар халăх искусствине хаклакансем курма килнӗ.

Курбан Мурадалиев культура акцийӗн кирлӗлӗхне палăртса вăл икӗ республикăсен хушшинчи çыхăнăва йӗркелеме пулăшнине, творчествăлла коллективсене пӗрле ӗçлеме майсем туса панине каланă.

Ирада Аюпова Туркменистанпа пӗрремӗш çул кăна мар хутшăнса ӗçленине палăртса ӗçлӗ çыхăнусем культурăсăр пуçне наука сферинче те аталанса пымаллине çирӗплетнӗ. Ун шучӗпе, хăвăрт улшăнса тăракан тӗнчере культура еткерне çулсерен упраса пыма йывăрланса пырать. «Ăна эпир сиртен нумай вӗренетпӗр», – тенӗ Ирада Аюпова.

Культура кунӗсен хӳттинче Туркменистанра тӗрлӗ мероприятисем иртеççӗ. Мары хулинче Кемине ячӗллӗ Марый велаят патшалăх драма театрӗнче ТР искусствăсен мастерӗсен концерчӗ пулать. Ашхабад хулинчи Сапармурат Туркменбаши ячӗллӗ ӳнер искусствин музейӗнче «Сохранение, возрождение, и развитие народных художественных промыслов и ремесел» ятпа çавра сӗтел пулать. «Ашхабад» кинотеатрта вара Тутарстан киновӗсемпе паллашма май пулать. Туркменсене «Ибн Фадлан», «Тарлан», «Исэнмесез» фильмсемпе паллаштарӗç. Культура кунӗсем ыран, октябрӗн 19-мӗшӗнче Патшалăх культура центрӗнчи Мукамсен Керменӗнче икӗ республикăн искусствăсен мастерӗсен пӗрлехи концерчӗпе хупăнаççӗ.    

Сăнӳкерчӗк Культура министерствин пресс-службин.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура