Туссем, конкурссем пуçлатпăр!
«Тăван чӗлхе – эс манăн чӗрере» конкурса ачасем сăвă та, заметка та, калав та, статья та, тӗрленчӗк те çырса яма юрать.Вӗрентекенсем валли вара «Чăваш чӗлхипе литературин чи лайăх урокӗ» конкурс пуçлатпăр.
Тутарстан – нумай нациллӗ республика. Кунта пурăнакан 37 халăхăн наципе культура пӗрлешӗвӗсем пур. Тутарстанри халăхсен тăван чӗлхисемпе культурине, йăли-йӗркисене сыхласа хăварас тата малалла аталантарас, нумай нациллӗ халăхăн пӗрлӗхне çирӗплетес тӗллевпе 2021 çула республикăра Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ тесе йышăннă. Çакăн пирки калакан Указ çине ТР Президенчӗ Рустам Минниханов кăçалхи октябрӗн 5-мӗшӗнче алă пуснă.
Тăван чӗлхене упраса хăварасси, малалла аталантарасси – пирӗн пурин те тӗп тивӗç. Çакна тӗпе хурса «Сувар» хаçатра шкул ачисемпе вӗрентекенсен хушшинче çӗнӗ конкурссем ирттерме шутларăмăр.
Шкул ачисем валли конкурс «Тăван чӗлхе – эс манăн чӗрере» ятлă пулӗ. Конкурса шкулта вӗренекен пур ача та хутшăнма пултарать. Мӗн çинчен çырмалла-ха конкурса яракан хайлавра? Паллах, тăван чӗлхе çинчен тата чăвашла. Мӗн вăл саншăн тăван чӗлхе? Ăна упраса хăварас тесен мӗн тумалла? Пур-и пирӗн чӗлхен малашлăхӗ?..
Конкурса сăвă та, заметка та, калав та, статья та, тӗрленчӗк те çырса яма юрать.
Вӗрентекенсем валли вара «Чăваш чӗлхипе литературин чи лайăх урокӗ» конкурс пуçлатпăр. Тăван чӗлхене вӗрентекен кашни учителӗнех хăйӗн пухмачӗнче паха уроксем пур ӗнтӗ. Темиçе çул каялла «Шăнкăрав» кăларăмра вӗрентекенсен урокӗсем тăтăш пичетленсе пыратчӗç. Уроксем хаçатра пичетленни пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма, вӗсемпе хăвăр шкулта усă курма май парать. Эппин, интереслӗ уроксем кӗтетпӗр сиртен, хисеплӗ учительсем!
Конкурссем валли хайлавсене редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине е почта урлă 420066, г.Казань, ул. Декабристов, д.2, а/я 64 адреспа ярса памалла. Хайлава хăш конкурса янине çырма, хăвăрăн ятăра, аçăр ятне, хушаматăра, хăш шкулта вӗреннине е вӗрентнине, телефон номерне палăртма манмалла мар. Конкурс материалӗсене 2021 çулхи май уйăхӗн вӗçӗччен йышăнатпăр, вӗсем çӗнӗ çултан хаçатри «Шăнкăрав» кăларăмра пичетленсе пырӗç. Чи лайăх ӗçсене вӗренекенсен хушшинче те, вӗрентекенсен хушшинче те 1, 2 тата 3-мӗш вырăнсемпе палăртăпăр. Паллах, çӗнтерӳçӗсене редакци Дипломпа тата асăнмалăх парнепе чыслӗ.
Апла-тăк сиртен конкурс материалӗсем кӗтетпӗр, хаклă ачасемпе вӗренекенсем! (И,Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев