Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан аслă шкулӗсенче кăçал 23,1 пин ытла тӳлевсӗр вырăн

2025-2026 вӗренӳ çулӗ валли документсене Тутарстанра 45 аслă шкулпа (28-шӗ патшалăхăн) вӗсен филиалӗсем йышăнаççӗ. РФ Вӗрентӳпе наука министерствин хушăвӗпе, кăçалтан йышăну кампанине улшăнусем кӗртнӗ, вӗсем 2029 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен вăйра. Кун çинчен ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ черетлӗ брифингра пӗлтерчӗç.

ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева сăмаха çӗнӗлӗхсенчен пуçларӗ. Çапла вара кăçалтан тӳлевсӗр вырăна вӗренме кӗмешкӗн аттестат оригиналӗ вырăнне абитуриентăн пӗр аслă шкула вӗренме илме ыйтса çырмалла. Документсене пилӗк аслă шкула, кашнинче 5-шер специальноçа, пама юрать. Йышăну кампанийӗ пуçланиччен палăртнă тӳлевлӗ вырăнсен шутне аслă шкулăн улăштарма юрамасть.
Тӗллевлӗ квотăпа вӗренме кӗрекенсене компани-заказчикăн профориентациллӗ мероприятийӗсене хутшăннăшăн пӗтӗмӗшле çитӗнӳсен çумне 5 балл хушса шутлаççӗ. Урăхла каласан, кун пек абитуриент тата 15 балл пухма пултарать.
Лейла Фазлеева сăмахӗсемпе, Тутарстанри аслă шкулсен вӗренме илмелли хăйне евӗрлӗхӗ кашнинех пур, ăна вӗсем хăйсем палăртаççӗ.
Енчен те абитуриентсем тӗрӗслевсӗр вӗренме кӗреççӗ пулсан, документсене июлӗн 25-мӗшӗччен йышăнмалла. Пултарулăх е професси енӗпе хушма тӗрӗслев иртмелле-тӗк, июлӗн 15-мӗшӗнчен иртерех мар, 20-мӗшӗнчен кая юлмасăр йышăнса пӗтермелле. Тӳлевлӗ вӗренме кӗмешкӗн вара документсене аслă шкулсем сентябрӗн 20-мӗшӗччен кăна йышăнмалла.
Абитуриент документсене хăй килсе те, университетăн информаци системи е Патшалăх услуги урлă та пама пултарать.
Спикер квотăпа камсем вӗренме кӗме пултарнине те каларӗ. Çапла вара çак категорие инвалид-ачасем, I–II ушкăн инваличӗсем, тăлăхсем тата ыттисем кӗреççӗ. Вӗсем валли тӳлевсӗр вӗренмелли пӗтӗмӗшле вырăнăн 10 процентне уйăраççӗ. Кунсăр пуçне 10 процентне РФ Геройӗсем, Паттăрлăх орденне виçӗ хутчен тивӗçнисем, СВОна хутшăннисемпе вӗсен ачисем йышăнаççӗ. Ку категорири абитуриентсене, пултарулăх е професси енӗпе хушма тӗрӗслевсӗр пуçне, тӗрӗслевсӗрех илеççӗ.
ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин Тутарстанăн аслă шкулӗсенче тӳлевсӗр вырăнсем кăçал 4,5 процента ӳснине пӗлтерчӗ. Çапла вара бакалавриат, специалитетпа магистратура программи валли пирӗн аслă шкулсене пӗтӗмпе 23,1 пин ытла тӳлевсӗр вырăн уйăрнă, вӗсенчен 413-шӗ — патшалăхăн мар аслă шкулсене.
Тӳлевсӗр пӗтӗмӗшле вырăнсен 60 проценчӗ Хусанти федераллă университета, Хусанти наци тӗпчев технологи тата А. Н. Туполев ячӗллӗ техника-КАИ университечӗсене (пӗлтӗрхи пекех педагогика, инженерипе техника спецальноçӗсемпе) тивет.
Кăçалтан абитуриентсене вӗренме кӗмелли çӗнӗ тӗрӗслевсем кӗтеççӗ, профильлӗ мар предметсемпе ППЭ тытнă балсене (калăпăр, инженерипе техника спецальноçне вӗренме кӗнӗ чух ют чӗлхе балне) шута илмеççӗ. Вырăс чӗлхипе ППЭ результачӗ вара хуть мӗнле специальноçа суйласан та пулмаллах.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество