Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан чи лайăх хуçалăхпа хуçана суйлать

Республика конкурссене харпăр хуçалăхсем, хресчен (фермер) хуçалăхӗсем, ял хутлăхӗсем, потребительсен ял хуçалăх кооперативӗсем хутшăнма пултараççӗ.

ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви «Тутарстан Республикин чи лайăх харпăр хуçалăхӗ», «Тутарстан Республикин чи лайăх хресчен (фермер) хуçалăхӗ», «Тутарстан Республикин потребительсен ял хуçалăх кооперативӗн чи лайăх председателӗ», «Тутарстан Республикин агропромышленность комплексӗнчи пӗчӗк хуçалăхсене аталантарассинче чи лайăх ял хутлăхӗн председателӗ» республика конкурсӗсем ирттерессине пӗлтерет.

Заявкăсемпе документсене ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви мартăн 25-мӗшӗнчен тытăнса апрелӗн 10-мӗшӗччен (ӗç кунӗсенче ирхине 9 сехетрен тытăнса 16 сехетчен) çак адреспа йышăнать:

 420111, Республика Татарстан, г.Казань, ул.Федосеевская, дом 36, 3 этаж, кабинет № 307. 

Конкурс комиссийӗн ларăвӗ апрелӗн 20-мӗшӗнче иртет. Конкурс пирки тӗплӗнрех: ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин

https://agro.tatarstan.ru/malie-formi-hozyaystvavaniya.htm сайтӗнче тата

(843) 221 76 55,  221 76 53,  221 76 88 (8801) телефонсемпе пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев