Тутарстан хӗрарăмӗсем Раççей çар çыннисене 29,5 тонна парне панă
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан хӗрарăмӗсем Раççей çар çыннисене 29,5 тонна парне панă

«Парнесем пухма республикăри «Тутарстан хӗрарăмӗсем» общество организацийӗн районсенчи 28 уйрăмӗ хутшăнчӗ, çавăн пекех хӗрарăм-депутатсен «Мэрхэмэт – Милосердие» пӗрлешӗвӗ тата «Бахетле» компани, - тесе пӗлтернӗ Тутарстар Республикин Общество палатин председателӗ Зиля Валеева. – Салтак паекӗ питӗ чухăн, çавăнпа та эпир килти тутлăхсене пуçтартăмăр тата передовойра салтаксене кирлӗ япаласене».

Парнесен шутне канфeтсем, чак-чак, пыл, консервланă пахча-çимӗçсемпе улма-çырла, хăвăрт ирӗлекен продуктсем кӗнӗ. Унсăр пуçне çар çыннисем фонариксем, аялти кӗпе-йӗм, гигиена хатӗрӗсене илӗç.

«Коробкăсене пылак кучченеç кăна мар, пӗтӗм чун-чӗререн ырлăх-сывлăх суннине те илӗç. Вӗсенче открыткăсем те, ӳкерчӗксем те, пӗчӗк çырусем те пур. Çак çырусенче Тутарстанри пӗчӗк ачасем пирӗн салтаксене тав тăваççӗ, тӗрев параççӗ тата часрах тӗрӗс-тӗкел киле таврăнма сунаççӗ», - тенӗ спикер.


Нет комментариев