Тутарстан Наци библиотеки 160 çулта
Январӗн 24-мӗшӗнче, паян (кивӗ стильпе январӗн 10-мӗшӗнче) ТР Наци библиотекин юбилей! Шăп çак кун 160 çул каялла Хусанта пурте усă курма пултаракан пӗрремӗш библиотека уçăлнă.
Январӗн 24-мӗшӗнче, паян (кивӗ стильпе январӗн 10-мӗшӗнче) ТР Наци библиотекин юбилей! Шăп çак кун 160 çул каялла Хусанта пурте усă курма пултаракан пӗрремӗш библиотека уçăлнă.
«Наци» статуса библиотекăна Тутар ССР Министрсен Кабинечӗн Постановленийӗпе 1991 çулхи ноябрӗн 5-мӗшӗнче панă.
Тӗпрен илсен библиотека фончӗ библиофилăн, таврапӗлӳçӗн Иван Второвăн коллекцийӗнчен (1865 çулта унта 1908 кӗнеке тата периодика кăларăмӗсем пулнă) тăнă.
Паян фондсенче 50 чӗлхепе 3,5 миллион экземпляр кăларăм, чи хаклисем — таврапӗлӳçӗсен литератури: 170 пин кӗнеке (вӗсенчен çурри ытла — тутарла).
160 çул каялла библиотека кӗпӗрне правленийӗн пӳлӗмӗнче ӗçленӗ. Вăхăт иртнӗ, кӗнекесем нумайланнă — Дворянсен собранийӗн çуртне куçарма тӳр килнӗ ăна.
Хусан историйӗнчи паллă Ушаков çуртне библиотека 1919 çулта куçнă. Тепӗр 100 çултан — 2020 çулта — Пушкин урамӗнчи Наципе культура центрӗн çуртне йышăннă.
ТР Наци библиотекинче час-часах çутӗç мероприятийӗсем, куравсем, конференцисем иртеççӗ. Кăçал иртекен мероприятийӗсенчен чылайăшне библиотекăн юбилейӗпе çыхăнӗ.
Сăнӳкерчӗк ТР Наци библиотекин пресс-службинчен.
***
Шăматкун, январӗн 25-мӗшӗнче ТР Наци библиотеки хусансене, хула хăнисене Студентсен кунне халалланă «Студенческие ритмы» музыка каçне пыма чӗнет, тӳлевсӗрех. КНИТУ-КАИре вӗренекен ют çӗршыв студенчӗсен — Китай, Бангладеш, Сири, Кăнтăр Корея, Ливан, Египет, Перу, Индонези тата Афганистан — пултарулăхне курса, итлесе хаклама май пулӗ Татьяна кунӗнче. Концерт программинче студентсем тăван чӗлхипе сăвăсем калӗç, тăван халăх юрри-кӗввине шăрантарӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев