Тутарстан Наци музейӗнче Урал мулӗ
Курава уçнă çӗрте ТР Наци музейӗн генеральнăй директрӗн ӗçне туса пыракан Айрат Файзрахманов тата Свердловск облаçӗн О.Е. Клер ячӗллӗ таврапӗлӳ музейӗн аслă наука сотрудникӗ тата курав авторӗ Константин Аникин пулчӗç.
Иртнӗ эрнекун музейсем хушшинчи çыхӑну шайӗнче ТР Наци музейӗнче «Уралӑн ӳнер металӗ» курав уçӑлчӗ. Ăна уçнă çӗрте ТР Наци музейӗн генеральнăй директрӗн ӗçне туса пыракан Айрат Файзрахманов тата Свердловск облаçӗн О.Е. Клер ячӗллӗ таврапӗлӳ музейӗн аслă наука сотрудникӗ тата курав авторӗ Константин Аникин пулчӗç.
Курав хурçă искусствин 300 çула тăсăлакан историне тӗплӗн каласа, кăтартса паракан кăсăк экспозиципе паллаштарать пире. XVIII – XX ӗмӗрсенче металл прикладной искусствăра усă куракан материал кăна мар, халăхăн тата професси культурин экспрессивлӑ чӗлхи пулса тӑрать.
Куравра Свердловск облаçӗн 1870 çулта никӗсленӗ О.Е. Клер ячӗллӗ таврапӗлӳ музейӗн коллекцийӗ. Уралти 15 металлурги завочӗн 1200 продукцийӗ музей фондӗнче, Хусана 200 экспонат илсе килнӗ. Тӗрлӗ-тӗрлӗ ӳнер юхăмӗ, кăсăк техника мелӗсем – металл кулленхи пурнăçра усă куракан япала çеç мар, илемлӗх çăлкуçӗ, хаклă, профессиллӗ культура чӗлхи пулса тунине куратпăр экспозицирен. Каслински, Кусински заводсем чугун шăратса тунă скульптурăсем питӗ черчен, илемлӗ. Анат Тагильте кăларнă подноссем мӗн тери хитре. Сăмах май каласан, унти металл ăстисенчен малтан Раççейре металл поднос кăларман. Вӗсен ăстисенчен пӗри Андрей Худояров «хрусталь» лак шутласа кăларнă, анчах шел те, пирӗн вăхăта çитеймен унăн рецепчӗ – çухалнă. Куравра XVII – XIX ӗмӗрсенче пăхăртан ăсталанă савăт-сапа, православи тӗнӗн турăшӗсен гравюри валли тунă формăсем, священниксем кӗлӗ вăхăтӗнче усă куракан хатӗрсем нумай.
Чукун шăратса тунă скульптурăсен умӗнче тахçанччен пăхса, сăнаса тăрас килет. Тӗслӗхрен, вилнӗ лаша умӗнче ларакан кашкăр (е йытă-ши, çиме пуçламан-çке). Е тата визиткăсем, çырусем кӳрсе памалли черчен эрешсемпе илемлетнӗ поднос. Кураври экспонатсем кашни çӳллӗ шайри искусство произведенийӗ.
XVIII ӗмӗрте Вăтам Уралта 70 ытла метллурги предприятийӗ ӗçленӗ. Паллах, вӗсен тӗп ӗçӗ çӗршыва хӳтӗлессипе çыхăннă. I Пётр вăхăтӗнче Демидов уçнă завдăн тивӗçӗ те пушкăсем, чиркӳ чанӗсем шăратасси пулнă-çке, ун хыççăн уçăлаканнисен те çаплах. Анчах çакăнпа пӗрлех кил-хуçалăхӗнче кирлӗ япаласем туса кăларма та, искусство произведенийӗсемпе аппаланма та хевти пулнă вӗсен.
Курав 2026 çулхи февралӗн 23-мӗшӗччен ӗçлет.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев