Тутарстан Президенчӗ аптекăсенчи таварсен хакӗсене тимлӗхре тытать
Сывлăх сыхлав сферинчи социаллă явплăхсем гарантипе пурнăçланса пыраççӗ. Çакăн çинчен ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова пӗлтернӗ
Вăл хушса каланă тăрăх, маларах çирӗплетнӗ контрактсем тăрăх эмелсене Тутарстана, çав шутра сывлăх сыхлав учрежденийӗсене те, йăлтах кӳреççӗ.
«Хальхи вăхăтра çирӗплетнӗ контрактсемпе килӗшӳллӗн, эмелсемпе медицина хатӗрӗсене малалла кӳресси пирки поставщиксемпе çыхăнусене тытса пыратпăр. Унсăр пуçне, федераллă Сывлăх сыхлав министерствин шайӗнче эмелсемпе тивӗçтересси пирки йышăну тăвассине кӗтетпӗр», – хушса каланă Галимова.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев