Тутарстан Президенчӗ Республика Кунӗпе саламлать
Хисеплӗ тутарстансем! Сире тӗп патшалăх праçникӗпе – Республика кунӗпе чӗререн саламлатăп! Тутарстан – пысăк çемье евӗрех, унта тӗрлӗ халăх, тӗн представителӗсем килӗшӳре пурăнаççӗ. Çак кун пире хамăр пурăнакан тăван çӗре юратнипе çывăх, эпир унта пурăнатпăр, пуласлăха палăртатпăр.
Эпир аслисен астăвăмне сума сăватпăр, тӗнчене фвшизмран хăтарнă çӗнтерӳçӗсен ăрăвӗпе мăнаçланатпăр. Донбассри мирлӗ пурнăç тăвассине, çынсене хӳтӗлессине тӗрев паратпăр. Пирӗншӗн нумай нациллӗ халăхăн ăс-хакăл хаклăлăхӗсем паха. Раççей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинăн тата çӗршыв Правительствин тӗревӗпе республика ăнăçлă аталанать, чылай макроэкономика кăтартăвӗсемпе лидер-регионсен шутне кӗрет. Промышленностьра, энергетикăра, çурт-йӗр тата çул тăвассинче, ял хуçалăхӗнче пысăк проектсем пурнăçа кӗреççӗ. Эпир инновацисемпе IT-сферăна, çӗнӗ технологисен аталанăвне тӗрев паратпăр.
Экономикăри çитӗнӳсем тутарстансен пурнăç пахалăхне лайăхлатма май параççӗ, республикăри тата федераллă мӗн пур проектсене çакна пурнăçлама тӗлленӗ. Республика программисем граждансен хăтлă кил-çуртпа меллӗ тавралăх, лайăх медицинăпа паха вӗрентӳ, ватлăхра хисеп те ытлă-çитлӗ пурнăç пултăр тесе пурнăçланаççӗ.
Тирпейленӗ парксемпе çырансен хӗррисем, скверсемпе бульварсем мӗн пур ӳсӗмри çынсене илӗртеççӗ.
Хисеплӗ тутарстансем! Тутарстан чечекленни – пирӗн пӗрлехи тăрăшăвăн çимӗçӗ, вăл ыранхи куна çирӗп шанса пăхни. Пӗрле эпир республикăна пурăнмалли чи лайăх вырăн тăватпăр. Çапларах ăна килес ăрусемшӗн упраса хăварăпăр та.
Пӗтӗм кăмăлтан сывлăх, телей, тăнăç пурнăç сунатăп сире. Уяв ячӗпе! Республика кунӗпе!
Рустам Минниханов
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев