Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Республикин Президенчӗ Бахрейн Патшалăхне ӗçлӗ визитпа килсе çитнӗ

Манама хулинчи аэропортра Рустам Минниханова Бахрейн Патшалăхӗнчи Раççейӗн Чрезвычайлă тата Полномочиллӗ элчи, Хамад бен Ибрахим Аль Халиф патша çемйин çынни, Аслă Канашăн çут çанталăк ыйтăвӗсемпе вице-президенчӗ Фейсал бен Рашид бен Иса Аль Халифа тата Аслă Канашри ислам ӗçӗсемпе председателӗ Абдулрахман бен Мохаммед бен Рашид Аль Халифа шейх кӗтсе илнӗ

Паян Рустам Минниханов бахрейнсем чӗннипе «Религисем хушшинчи диалогăн пӗлтерӗшӗ» форумра хутшăнӗ, халăхсем хушшинчи площадкăра вăл «Раççей – ислам тӗнчи» стратегилле курăм ушкăнӗн председателӗ пулса сăмах калӗ.

Унсăр пуçне Тутарстан Республикин Президенчӗ Бахрейн ертӳлӗхӗн представителӗсемпе тата форума хутшăнакансемпе тӗлпулусем ирттерӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев