Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Республикин Президенчӗ Иранра

Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов республика делегацийӗпе Иранра иртнӗ «Голестан-Тутарстан» çавра сӗтелӗн ларăвне хутшăннă

Тӗлпулăва хутшăнакансене саламланă май, Рустам Минниханов Иран пуçлăхӗсене, Голестан провинцийӗн ертӳçисене, Раççейӗн Тегеранри элчеллӗхне çак мероприятие йӗркелеме пулăшнăшăн тав тунă. 
«Эпир пӗрӗн çӗршывсен хушшинче йӗркеленнӗ Иран-Раççей хутшăнăвӗсене пысăка хурса хаклатпăр. Пирӗн истори, экономика, культура çыхăнăвӗсем пуян. 2022 çулта эпир хамăр хутшăнусене сисӗнмелле вăйлăлатрăмăр, кунти тӗрлӗрен провинци ертӳçисемпе тӗлпулусем йӗркелерӗмӗр», – тесе палăртнă Тутарстан Президенчӗ. 
Нефтехими тата машина тăвакан отрасльсен продукцине сутассипе çыхăннă ыйтусем çинче Рустам Минниханов уйрăммăн чарăнса тăнă. Иранăн Голестан провинцийӗпе Раççей, Казахстан, Туркменистан пулăшнипе туслă тата ӗçлӗ хутшăнусем йӗркелени    
Палăртса хăвармалла, пирӗн делегацине аэропортра кӗтсе илнӗ чухне çăкăр-тăвар тытса хăнасене хирӗç тухнă хӗрсен хушшинче тухъя тăхăннă хӗр те пулнă. Çакă пирӗн тымарсем Афганистанпа Иран тăрăхӗнчен тухнине пӗлтермест-ши?  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев