Тутарстан стройкомплексӗ рекорд лартма хатӗрленет
Тутарстан стройкомплексӗ ку çулта та 3 миллион тăваткал метр çурт-йӗр хута ярса рекорд лартма хатӗрленет. Çитес 5 çула та наполеонла плансем хатӗр: стратегилле проектсен шутӗнче «Большой Зеленодольскпа» «Лаишевский узел» комплекссем. Çак тата ытти хыпарсемпе Строитель кунӗ умӗн ТР строительство, архитектура, ÇКХ министрӗ Марат Айзатуллин журналистсемпе тӗл пулса пысăк пресс-конференци ирттерчӗ.
Министр сăмахӗсенчен Тутарстан малашне те çурт-йӗр хута ярассин темпӗсене чакармасăр пурнăçа кӗртсе пырасшăн. Пӗлтӗрхи çул Раççейшӗн те, Тутарстаншăн та рекордлă пулнă, республика 3 миллион тăваткал метр планкăна парăнтарнă. «Ку çулхи план 2,7 миллион тăваткал метрпа танлашать. Çак шайран 79 процентне пурнăçланă. Çулталăк вӗçне кăтартăва пӗлтӗрхипе танлаштарма шутлатпăр». Çитес çул та хăвăртлăх чакмалла мар. Кăçал строительство ӗçне пурнăçлама ирӗк парасси 1,5 хутчен ӳснӗ. Иртнӗ çулăн пӗрремӗш çурринче 88 ирӗк панă пулсан, халӗ вӗсем 139. Министр сăмахӗпе, çакă 968 пин тăваткал метр чухлӗ кил-çурт тума май параççӗ.
«Лаишевский узел», «Большой Зеленодольск» строительство комплексӗсен проекчӗсем кăна малашне 2030 – 2035 çулсене 5 миллион тăваткал метр çурт-йӗр хута яма май параççӗ.
Марат Айзатуллин РФ Патшалăх Думи июнь уйăхӗнче 2030 çулччен строительство отраслӗн аталану стратегине пăхса тухнине аса илтерсе федераллă программăсемпе нацпроектсене тепӗр 5 çула тăснине каларӗ. «Республика ÇКХ çӗнетессипе программăна та хутшăнать. Раççейре вăл 2023 çулта хута каять. Уйăрнă укçа-тенкӗн 90 проценчӗ сетьсене çӗнетесси çине кайӗ. Раççейре вӗсем питӗ те юхăнса çитнӗ, 60 процент таранах», – пӗлтерчӗ министр.
Строительство отрасльне хывнă инвестицисем пирки каласан, çулталăкне вăл çӗршывӗпе 150 миллиард тенкӗпе танлашать. Ку питӗ лайăх тӗрев. 5 çулта 750 миллиард тенкӗ. Министр сăмахӗпе, строительствăра кун чухлӗ инвестици халиччен пулман.
«Тутарстан аван сумма илмелле. 150 миллиард тенки федераллă шутран. Унсăр пуçне софинансировани пулать. Программăпа килӗшӳллӗн, 60 проценчӗ федераллă шайран, 40-шӗ субъектсен шутӗнчен. Ку тата тепӗр 120 миллиард тенкӗ çулталăкне», – ăнлантарчӗ Айзатуллин.
Министр строительсен ӗç укçи çинче те кăштах чарăнчӗ. Республикăра отрасльти вăтам ӗç укçи уйăхне 48 пин тенкӗпе танлашнă. Анчах темшӗн ӗçлекенсен шучӗ чакнă – 7-8 процента. Пурӗ стройотрасльте 81 пин çын ӗçлет. Марат Айзатуллин шучӗпе, ку ют çӗршывран ӗçлеме килекенсемпе те çыхăнма пултарнă. Килне вăхăтлăха кайсан каялла таврăнма май пулманнипе.
Начарри шутне министр льготăллă кредитăн процент ставки 12 процент таран ӳснипе ипотека илессин шайӗ чакнине кӗртрӗ. Ку çулăн 7 уйăхӗнче пӗтӗмпе 8,5 миллиард тенкӗлӗх 3,3 пин льгота ипотекине илнӗ. 2020, 2021 çулсенче льгота ипотекипе усă курнисен шучӗ 10 пинпе танлашнă пулнă.
Июлӗн 21-мӗшӗнче процент ставки 7 процента çити чакнă. Çавăн хыççăн ӗç вырăнтан хускалнă. Министр ку енӗпе те кăтартусене малтанхи шая çитерме шутлать. Ун валли льгота ипотекин программине тепӗр 2-3 çула тăсмалла. Хальлӗхе программа ку çул вӗçлениччен кăна ӗçлет.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев