Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанăн коммерцилле мар секторӗ аталану шайӗпе Раççейре малта пыракансен шутӗнче

Çакăн çинчен ТР Общество палатин председателӗ Зиля Валеева паян Атăлçи федераллă округăн Хусанта иртнӗ «Сообщество» форум вӗçленнине халалланă пресс-конференцире пӗлтерчӗ

«Хусанти форума çӗршыври 81 мероприяти иртрӗ. субектран 2,5 пин çын хутшăнчӗ. Программа тăрăх 46 мероприяти иртрӗ. Дискусии площадкисенче Тутарстан Республикинчен 130 спикер сăмах каларӗ, çав шутра 46-шӗ коммерцилле мар организацисенчен тата 44-шӗ влаç органӗсемпе патшалăх структурисенчен. Хăш-пӗр дискуссисем лăк-тулли аншлагпа иртрӗç», - тесе пӗлтерчӗ вăл.

Зиля Валеева палăртнă тăрăх, хăнасене Тутарстанра нацисем тата конфессисем хушшинчи килӗшӳпе тăнăçлăха йӗркелесе пыни кăсăклантарнă.

Мероприяти вăхăтӗнче СОНКО-сен V Республика форумӗ иртнӗ, унта 1,5 çын хутшăннă. Форум программипе Хусанта, Çырчаллинче, Элметре, Пăлхарта, Елабугăра, Актанышра 13 секци ларăвӗ, çавра сӗтелсем, панельлӗ дискуссисем иртнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев