Тутарстанăн культура министрӗ тӳрӗ эфира тухать
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанăн культура министрӗ тӳрӗ эфира тухать

Декабрӗн 26-мӗшӗнче 15:00 сехетре «ВКонтактери» «Республика Татарстан» официаллă ушкăнра Тутарстан Республикин культура министрӗ Ирада Аюпова хутшăннипе тӳрӗ эфир иртет.

Ведомство пуçлăхӗ иртсе пыракан çула пӗтӗмлетсе Тутарстанра иртнӗ мероприятисем, çитӗнӳсем тата тӗп проектсем çинчен каласа парать. Культура сферинче 2026 çулта мӗнле пуçарусемпе проектсене пурнăçлама палăртнине пӗлтерет.

Куракансем трансляци вăхăтӗнче комментарисенче хăйсен ыйтăвӗсене пама пултарни культура ӗçченӗсемшӗн, артистсемшӗн, журналистсемшӗн тата регион пурнăçӗпе кăсăкланакансемшӗн питӗ лайăх шанăç.

Тӳрӗ эфир пăхмалли ссылка:
https://vk.com/nashtatarstan?z=video-85877975_456244607


культура Минкульт рт

Нет комментариев