Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанăн Патшалăх Канашӗ усрава илнӗ ачасен пурнăçне çăмăллатасшăн

Парламентра вӗсене ача садне тата шкула илес процедурăна ансатлатма сӗннӗ

Тутарстанра усрава илнӗ е опекăри ачасене вӗсен пиччӗшӗсемпе аппăшӗсем вӗренекен патшалăх шкулӗсемпе ача сачӗсене черетсӗр йышăнмалла тума закон проектне хатӗрленӗ. 
«Закон проектне Тутарстанри закона федераллипе шайлаштарма хатӗрленӗ», – тесе ăнлантарнă ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Римма Мухамедшина.
Канашлу Культура еткерлӗхӗн объекчӗсене хӳтӗлес енӗпе ӗçлекен патшалăх комитечӗн çӗнӗ зданийӗнче, Дротоевскин реставрациленӗ çуртӗнче иртнӗ. Çак ыйтусăр пуçне унта палăксене реставрацилесе хӳтӗлессине, Тутарстанра тӗн объекчӗсене аталантарассине, вӗренӳ пахалăхне хакламалли пӗрлехи информаци системине тăвассине сӳтсе явнă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев