Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанăн вăй-хăватне кăтартса паракан курав

Июнӗн 15-мӗшӗнче Хусанти Уникаллă пултарулăх центрӗнче республика çитӗнӗвӗсене халалланă «Сделано в Татарстане» курав уçăлнă. Экспозици «Раççей – АСЕАН» саммитăн ӗçлӗ программин пӗр пайӗ. Урамри тата шалти курав зонисен пӗтӗмӗшле лаптăкӗ 4 пин тăваткал метр.

Июнӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа 19-мӗшӗччен курава саммита хутшăнакансем çитсе курма пултарӗç, июнӗн 20-21-мӗшсенче вăл Хусанта пурăнакансемпе хăнасем валли уçăлать. Мероприятие ТР промышленностьпа суту-илӳ министерстви, ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви тата Уникаллă пултарулăх центрӗ йӗркеленӗ. Вӗсен ӗçне Республика Правительстви тата ытти профильлӗ ведомствăсем ырланă.

Урамри экспозицире 30 яхăн техника  тăратнă. Тӗп экспонатсенчен пӗри – Хусанти вертолет завочӗ туса кăларнă нумай тӗллевлӗ «Ансат» вертолет. Ку вертолет анлă кабинăпа, пысăк маневрлăхпа тата усă курма меллӗ пулнипе палăрса тăрать. Вăл оборудованисӗр пӗчӗк лаптăксем çине ларма, минус 45 градусран пуçласа плюс 50 градус таран температурăра ӗçлеме тата çӳллӗ тусем çине вӗçме пултарать. Уйрăмах санитари авиацийӗнче  кирлӗ вăл: кабинăна ятарласа чирлисене тата шар курнисене турттарма медицина модулӗпе тивӗçтернӗ.

Вертолетпа юнашар Раççейри пӗрремӗш сериллӗ «Атом»  электромобиль. Вăл сакăр çеккунт хушшинче 100 çухрăм таран хăвăртлăхне ӳстерет. Январь уйăхӗнче «Атом»  Сургутра минус 42 градусра тӗрӗслев иртнӗ: салон 20 минутра плюс 24 градус таран ăшăннă. Çавăн пекех урамра Патшалăх служащийӗсемпе пысăк должностьри çынсем валли хатӗрленӗ «Сенат» Аурус  автомобиль та  пур. Раççей Президенчӗ Владимир Путин та çак автомобилӗн рестайлинг версийӗпе усă курать. Экспозицин урамри пайне Камаз, СОЛЛЕРС автомобилӗсем, автобуссем, ял хуçалăх техники тата тутарстан производителӗсен ытти хатӗрӗсем кӗнӗ.

Шалти экспозицие 100 яхăн компанипе организаци йышăннă. Вӗсем Тутарстанра промышленность, медицина, инфокоммуникаци, аграри, наукăпа вӗренӳ, туризм тата социаллă сфера мӗнле аталаннине кăтартса параççӗ. Стендсенче республикăн тӗп министерствисемпе ведомствисем  те пур.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выставка сделано в татарстане #АСЕАН саммит