Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 114 шкул лесничестви ӗçлет

Республикăри шкул вăрманлăхӗсен юхăмӗ 1500 ытла ачана пӗрлештерет

Унта хутшăнакансем вăтамран илсен 14 çулта. Шкул лесничествисен ӗçӗ-хӗлӗн шутне республикăри ялсемпе хуласенче йывăçсемпе тӗмсем лартасси, шăнкăрч йăвисем тăвасси, вăрман фончӗн территорине çӳпӗ-çапăран тасатасси, халăха экологи тӗлӗшӗнчен информацилесси тата ытти те кӗрет. Пӗлтӗр шкул лесничествисенчи ачасем «Хӗлле кайăк-кӗшӗке çитерӗр!», «Астăвăм сачӗ», «Вăрмана пушартан сыхла!», «Тутарстанăн таса вăрманӗсем», «Пурăн, çăлкуç, пурăн!», «Макулатура парса йывăçа çăл», «Экоçуркунне», «Вăрмана упратпăр» çутçанталăка хӳтӗлемелли акцисене хутшăннă. Унсăр пуçне Заповедниксемпе наци паркӗсен кунне, Халăхсем хушшинчи вăрмансен кунне тата ытти паллă датăсене халалланă мероприятисем ирттернӗ. 

Сăнӳкерчӗк «Татмедиа» телеграмм-каналтан. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев