Республикăра ОРВИ тата грипп сезонӗ малалла пырать. Февралӗн пӗрремӗш эрнинче 12 146 çын гриппа тата ОРВИпе чирленӗ. Кун пирки Роспотребнадзорăн Тутарстанри Управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Юлашки тӑватӑ эрнере гриппа чирлекенсен шучӗ чакнă, иртнӗ эрнере ку кăтарту чирлекенсен пӗтӗмӗшле шучӗн виççӗмӗш пайӗпе (34%) çеç танлашать.
ОРВИпе грипп сезонӗ малалла тăсăлнă май профилактика мерисене çирӗп пӑхӑнмалла сӗнеççӗ ведомствора:
- алӑсене тӑтӑшах супӑньпе çумалла е антисептикпа усă курмалла, уйрӑмах обществăлла вырӑнсем хыççӑн;
- ӳсӗрнӗ, сунасланӑ чухне тутӑрпа пӗр хут кăна усӑ курмалла;
- халӑх йышлӑ вырӑнсенче маскă тӑхӑнмалла, вӗсене кашни 2-3 сехетре улӑштармалла;
- пӳлӗмсене кунне 4-5 хут 15-20 минут уçӑлтармалла;
- хуть мӗнле япалан çине те дезинфекцилесе нӳрлӗ тряпкăпа кунне 2-3 хут сăтăрмалла;
- пӳлӗмсенче оптималлӑ температура (+18°С +22°С таран) пулмалла;
- белоксемпе тата витаминсемпе пуян апат çимелле;
- шăнасран сыхланмалла, çанталӑка пăхса тумланмалла;
- чир паллисем пулсан килте юлмалла, тухтӑра чӗнмелле.
Çак сӗнӳсене пӑхӑнсан чирлес хӑрушлӑх чакать.
Нет комментариев