Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 2024 çулта 23,6 пин çемье чăмăртаннă

Çемье çулталӑкӗнче республикăра мăшăрлану çинчен калакан 23,6 пин акт регистрациленине, çемье çавăракансен пӗтӗмӗшле шучӗпе республика Федерацин Атӑлçи округӗнче лидер пулнине ТР ЗАГС Управленийӗн коллегийӗнче ведомство пуçлӑхӗ Эльвира Ахметова пӗлтернӗ.

«Çемье çавăрма шут тытнă каччăсен ӳсемӗ 25-29 çул, хӗрсен – 18-24 çул пулни палăрать. Арçынсенчен чи асли 89 çулта, çураçнӑ хӗр — 86 çула çитнӗ. Мӑшӑрсенчен 70 проценчӗ пӗрремӗш хут çемье çавăрнă», – палӑртнă Эльвира Ахметова.

Мӑшӑрсен 69 проценчӗ Патшалӑх услугисен порталӗ урлӑ заявлени панă, туй кунӗнче кăна ЗАГСа килнӗ. Электронлӑ заявленисен шучӗ 2023 çулхипе танлаштарсан 5 процента ӳснӗ.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев