Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра «Активное долголетие» программа лайăх пурнăçланса пырать

Республикăра «Семье» наци проекчӗ шайӗнче 2025 çултан пуçласа 2030 çулччен «Активное долголетие» программа ӗçлет. Унăн тӗп тӗллевӗ – аслӑ ӑрӑвăн кашни иккӗмӗш представительне тенӗ пекех – 480 пине яхӑн çынна е ӗçлеме пултаракан ӳсӗмри мӗн пур çынран 44 процентне – хастар ӗçе явӑçтарасси.

Масштабпа тӗллевсем

Программа ӗçлеме пуçласанах, 2025 çулта, Тутарстанри 45 муниципаллӑ йӗркеленӳре 1,8 пин ытла мероприяти йӗркеленӗ. Çавна пула республикӑри 480 пине яхӑн ватӑ çын спорт, кану тата вӗренӳ мероприятийӗсене хастар хутшӑнаççӗ. Кăçал вӗсен шучӗ 491 246 таран ӳснӗ, çулталӑк вӗçленнӗ тӗле вара 46 процента çитмелле, ку 506 265 çынпа танлашӗ.

Спорт, фитнес тата сывлӑх

Программӑн тӗп направленийӗ – спорта халăхра сарасси, ун шайӗнче 349,7 пин çын физкультурӑпа тата спортпа туслашнă та ӗнтӗ. Кун валли республикипех кирлӗ инфраструктура йӗркеленет. Тӗслӗхрен, «Татнефть»  компани Хастар вӑрӑм ӗмӗр центрӗсен сетьне уçнӑ, унта 55 çултан аслӑраххисем пысӑк технологиллӗ тренажерсемпе тӳлевсӗр усă курма пултараççӗ. Муслюмри интернат çуртра та кашни ир зарядкӑран пуçланать, спорт секцийӗсемпе физкультура сехечӗсем иртеççӗ.

Пултарулӑх, кану тата вӗренӳ

Тутарстанра аслӑ ӑрурисем валли тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеççӗ. Культура сферинче интерессене кура 162 клуб ӗçлет, вӗсенче 3 пине яхӑн пенсионер вокалпа хора çӳрет, ал ӗçӗпе аппаланать. Ветерансен «Балкыш» фестивалӗ те чăн-чăн уява çаврăнчӗ, вăл иртме тытăннăранпа унта 120 пин ытла çын хутшӑннӑ.

2007 çултанпа ӗçлекен «Университет третьего возраста» та  уйрӑм вырӑн йышӑнать, 100 пин ытла ватӑ çын ун шайӗнче пӗлӳ илнӗ. Хусанта çулсерен 2,5 пин ытла студент 27 программа иртме пултарать, çав шутра компьютер тата финанс пӗлӳлӗхӗ, философи тата хула историйӗ.

Кӗмӗл волонтерсем

Аслӑ ӑрури çынсем волонтер ӗçне хутшӑнса хӑйсен опычӗпе паллаштараççӗ. Сăмахран Нурлат районӗнче пурăнакан пенсионерсем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли куллен маскировка сечӗсем çыхаççӗ. 2024 çул пуçланнӑранпа 294 сетка  СВОна ӑсатнӑ. Пӗтӗм республикипе 130 пин ытла ветеран салтаксем валли пулăшу пухнă çӗре хутшăнать.

Инфраструктура тата хӑтлӑх

Меллӗ пултӑр тесе аслă çултисем валли информацие  zabota-tatar.ru порталти «Алтын еллар – Золотые годы»  пайра вырнаçтарнӑ,  (https://zabota-tatar.ru). интерактивлӑ картта çинче çывӑхри центра е клуба тупма, расписани пӗлме тата занятисене çырӑнма пулать. Çавӑн пекех социаллӑ пулӑшу памалли 26 мерӑран тӑракан каталог та пур унта, вӗсене онлайн мелпе илме пулать.

Малашнехи плансем

Аслӑ ӑрушӑн хӑтлӑ хутлӑх йӗркелес ӗç малалла пырать. 2026 çулта Тутарстанра ватӑсене вӑрах вӑхӑт пӑхмалли инфраструктура валли укçа-тенкӗ уйӑрассине ӳстернӗ, çакӑ килте тата стационарсенче пӑхмалли пулӑшу ӗçӗсен спектрне анлӑлатма май  парать. Хутшӑну тата хастар вӑрӑм ӗмӗр центрӗсен е те малалла аталантарма палӑртнӑ.

Тутарстанра «Активное долголетие» вӑл программа кӑна мар, аслӑ ӳсӗмри кашни çын кӑмӑла каякан ӗç тупма, сывӑ тата пуян пурнӑçпа пурӑнма пултаракан тулли хутлӑх. Патшалӑх, общество организацийӗсемпе бизнес пӗрле çӗнӗ культура йӗркелеççӗ, унта ватӑсене хисеплеме, хаклама, вӗсенче потенциал курама пулăшаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: нац проект Старшее поколение