Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра апрелӗн 22-мӗшӗнчен пушара хирӗçле режим пуçланать

Тутарстанра пушара хирӗçле режима апрелӗн 22-мӗшӗнчен пуçласшăн.

Çакăнпа çыхăннă проект постановленийӗнче çапларах çырнă: «2024 çулхи апрелӗн 22-мӗшӗнчен пуçласа майăн 12-мӗшӗччен Тутарстан Республикин территорийӗнче пушара хирӗçле ятарлă режима пăхăнмалла». 


Çак тапхăрта кăвайт чӗртме, кил таврашӗнчи çӳп-çапа, типнӗ курăка çунтарма юрамасть. Çавăн пекех çынсем пурăнакан вырăнсенче, сад юлташлăхӗсенче, ача-пăча лагерӗсенче мангал çинче апат хатӗрлеме те юрамасть. Ку чару ресторансемпе кафесене, барсене, обществăлла апатланăвăн ытти объекчӗсене пырса тивмест. 


Пушар тухма пултаракан вырăнсенче 1-3 класлă пиротехника изделийӗсемпе те усă курма юрамасть. Çунакан-сӗрекен материалсем пулăшнипе тӳпене çӗкленекен чарма-пăрма çук конструкцисене те ямалла мар.

Сăнӳкерчӗк «Татмедиа».

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев