Республикăра пурăнакансен тупăш тумалли ӗç уçма 350 пин таран патшалăх пулăшăвне илме май пур. Субсидие социаллă контракт çырсан илме пулнине пӗлтерет ТР Экономика министерстви.
Октябрӗн 28–31-мӗшӗсенче предприниматель пулма шут тытнă çынсем валли онлайн вӗрентӳ иртет. Çак тапхăрта программăна хутшăнас текенсене бизнес-план тума, тупăш илес тесен ӗçе мӗнле йӗркелемеллине тата ытти кирлӗ хăнăхусем çинчен каласа парӗç. Курссене «Мой бизнес» центр 9-мӗш хут йӗркелет. Пӗтӗмпе вӗрентӗве хутшăнса çулталăк пуçланнăранпа 200 çын пӗлӳ илнӗ.
Патшалăх пулăшăва Раççей Президенчӗ Владимир Путин пуçарса янă «Малое и среднее предпринимательство» наци проекчӗ шайӗнче парать.
Министерствăра палăртнă тăрăх, республика çыннисем социаллă контракта индивидуаллă предприниматель пек тата харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен пек ӗçлес тесен çырма пултараççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев