Тутарстанра «Диснейленд» евӗрлӗ «Туганленд» тăвасшăн
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра «Диснейленд» евӗрлӗ «Туганленд» тăвасшăн

Республикăра тӗнчипе паллă «Диснейлендăн» тутар аналогне – «Туганленд» наци паркне тăвасси çинчен Пӗтӗм Раççейри «Туган Батыр» ухăпа пӗрекенсен турнирӗнче пӗлтернӗ.

аттракционы для детей

Пуçарупа «Туган авылым» наци комплексне йӗркелесе яракан Радик Абдрахманов тухнă.

«Пирӗн тӗп глобальлӗ тӗллев – «Туганленд» тăвасси. Вăл «Диснейлендăн» прототипӗ пулса тăрӗ, ăна курма Раççейрен тата пӗтӗм тӗнчерен хăнасем килӗç»,  –  тенӗ вăл.

«Туган Батыр» проекта  пуçараканӗ те  Радик Абдрахманов.  Проектăн тӗп персонажӗ – Туган Паттăр. Вăл тӗнче тăрăх çӳресе тӗрлӗ çӗршыври паттăрсемпе тӗл пулать.  Сăнара ача-пăча юмахӗсемпе истори материалӗсене тӗпе хурса хайланă. Герой урлă ачасене йăлана кӗнӗ хаклăхсем, тăван çӗршыва юратни тата çемьепе мăн асаттесене хисеплени çинчен каласа парасшăн.


туганленд «Туган Батыр»

Нет комментариев