Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра каллех бруцеллёз

Хальхинче Атня районӗнчи «Тукаевский» хуçалăхра. Çулла Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи пӗр хуçалăхра палăрнăччӗ. Чире пула 5,4 пин пуç ӗне-выльăха пусма йышăннă. Ноябрӗн 24-мӗшӗнчен хуçалăха карантина хупнă. Кун çинчен ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринарин тӗп управленийӗн ертӳçи Алмаз Хисамутдинов «Бизнес онлайн» хаçата пӗлтернӗ.

 Специалистсем бруцеллёз чирӗ сывлăшпа, выльăх апачӗ урлă ернине, çаплах çынсемпе, техникăн кустăрмипе, кăшлакан чӗрчунсемпе кӗме пултарнине калаççӗ. Çӗнӗ технологисемпе усă куракан, талăкне 60-шар тонна сӗт сăвакан (районти мӗнпур сӗтӗн 17 проценчӗ ку), Голштин ăрачӗллӗ выльăхлă мегафермăна хăрушă чир мӗнле лекме пултарнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ халӗ. 

Чиртен сыхланмалли мел яланхи пекех: урăх регионсенчен выльăх туянмалла мар, аш-какайпа сӗт юр-варне 100 градусра пӗçернӗ е вӗретнӗ хыççăн кăна çимелле. Бруцеллёз çынна та ерет. Кун пек чух ӳт температури ӳсет, вăй çук тата ал-ура сыпписем ыратаççӗ.

ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринарин тӗп управленийӗн специалисчӗсен сăмахӗсем тăрăх, «Тукаевский» хуçалăхри чирлӗ ӗне-выльăха ( 2,5 пин ӗнерен 698-шне) хальхинче те Дагестанри аттестаци иртнӗ ятарлă аш-какай комбинатне ăсатаççӗ, чирлесе ӗлкӗрейменнисене — Атняри выльăх пусакан цеха. Кун пек аш кăлпасси валли кăна юрăхлă,  ăна кунта малтан пӗçереççӗ, мӗншӗн тесен пысăк температурăна бруцелла бактерийӗ чăтаймасть. Çавăнпа аш-какая кăлпасси цехӗсене ăстаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство