Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра лаша ӗрчетмелли çӗнӗ программăна хатӗрлеççӗ

Документа 2023-2025 çулсем валли хатӗрлеççӗ, вăл 2030 çулччен тăсăлмалла. Çакăн çинчен журналистсене республикăн ял хуçалăхпа продовольстви министрӗ Марат Зябаров пӗлтернӗ.

«Çак направление тӗрев парас тесе сӗнӳсем кӗртетпӗр. Василь Шайхразиев ку енӗпе вăйлă тăрăшатчӗ. Лаша усрас тӗлӗшӗпе мӗн пур направленире пысăк ӗç туса ирттернӗ», – тесе пӗлтернӗ ТР ял хуçалăх министрӗ.

Зяббаров сăмахӗсемпе, çӗнӗ программăна йӗркеличчен малтан вунă çуллăх йышăннă малтанхи документа тӗпченӗ. Вăл палăртнă тăрăх, министерство ӗçченӗсем республикăри коневодсемпе тӗлпулнă, вӗсем çак направление аталантарасси пирки нумай ыйту тата сӗнӳ панă. Çак ыйтусене татса памасăр малалла кайма çук.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев