Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра мăйăр тутиллӗ сӗт паракан качакасене ӗрчетеççӗ

Мамадыш районӗнчи Белый Ключ ялӗнче пурăнакан Хайруллинсем нубийски текен ăратлă качакасене туяннă

Çемье тивӗçлӗ канăва тухсан качакасем ӗрчетессипе аппаланма шутланă. Икӗ çул каялла вӗсен картишӗнче тӗлӗнмелле чӗрчунсем чупкалама тытăннă. Çак качакасен сӗчӗ мускус, мăйăр тути калать. 
«Вӗсем питӗ кăмăллă. Пӗр качака путекки пирӗнпе пӳртре пӗр уйăх çывăрчӗ», – тесе пӗлтернӗ журналистсене Гульфира Хайруллина. 
Сăмах май нубийски качакасем питӗ нумай сӗт параççӗ. Талăкне вӗсенчен пилӗк литра яхăн суса илме пулать. Тӗслӗхрен, русская белая ăрат икӗ хут сахалрах парать. Анчах нубийски качакисем сивве чăтма пултараймаççӗ, вӗсене валли ăшă вите кирлӗ. Хакӗ те çыртать – 25 пин тенкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев