Тутарстанра ноутбуксем, моноблоксемпе компьютерсем кăлараççӗ
Цифра техникине Лайăш районӗнче «Иннополис» ятарлă экономика зонин «ICL Техно» заводӗнче пухаççӗ. Osio брендпа пулаççӗ вӗсем.
Направленин ертӳçи Анастасия Черкасенко «ICL Техно» компани тăватă тӗрлӗ сериллӗ ноутбуксене кăçал декабрь уйăхӗнчен пуçласа май уйăхӗччен, моноблоксене январь уйăхӗнчен, компьютерсене çитес çул çуркуннерен ваккăн сутма тытăнассине пӗлтернине хыпарлать РБК Татарстан.
Ноутбуксем çине хальлӗхе Intel процессорпа Windows операци системине лартнă, анчах малашне 100 проценчӗпех урăх производительсен, çав шутра хамăр çӗршывăн, процессорӗпе комплектлаççӗ. Черкасенко сăмахӗпе, компани хăйӗн софтне те хатӗрлес шутлă. 2024 çулта компани 150 пин цифра техникине ваккăн сутма планлать. 2025 çултан ку шута икӗ хут ӳстерсшӗн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев