Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра призыв çулне çывхарса пыракан граждансене çар службине хатӗрлемелли план йышăннă

ТР Правительстви призыв çулне çывхаракансене 2023-2024 вӗренӳ çулӗнче çар службине хатӗрлемелли мероприятисен планне хатӗрленӗ, ăна çак кунсенче ТР Премьерӗ Алексей Песошин алă пуснă. Постановленипе тӗплӗнрех правительствăн порталӗнче паллашма пулать.

Постановленипе килӗшӳллӗн, Тутарстан Республикин власть органӗсем, çар комиссариачӗ, организацисен ертӳçисем, обществăлла пӗрлешӳсем пурте хутшăнмалла ку ӗçе. Тӗрӗсрех каласан, вӗрентӳ учрежденийӗсенче, пункчӗсенче, çамрăксен тата ача-пăча учрежденийӗсенче çарпа патриотизм воспитанийӗн ӗçне йӗркелемелле. Кунсăр пуçне спортпа прикладной тата çарпа техника секцийӗсемпе клубӗсен ӗçне малалла тăсмалла. Призыв çулне çывхаракан çамрăксене çар службине хатӗрлеме вӗрентӳ учрежденийӗсенчи, организацисемпе муниципаллă йӗркеленӳсен спорт инфраструктурипе усă курмалла. Вӗсен материаллă техника бази пӗрмай çӗнелсе тăмалла. Вӗрентӳ учрежденийӗсемпе пункчӗсене педагогсемпе тивӗçтермелле.

Призыв çулне çывхаракан граждансене çулталăк тăршшӗнче: çар службин тӗп хăнăхăвӗсене вӗрентмелле, вӗрентӳпе методика хатӗрӗсемпе тата кадрсемпе тивӗçтермелле, çарпа патриотизм воспитанийӗ, сиплевпе сывату ӗçне илсе пымалла, хăйсен ирӗкӗпе çара хатӗрленме пулăшмалла, авиаци, техника тата спортăн çарпа прикладной тӗсӗсемпе занятисем йӗркелемелле.

Çаплах çулталăкӗпех вӗрентӳ учрежденийӗсенче хăюлăх урокӗсем, класс тулашӗнчи мероприятисем, патриотизм акцийӗсем, слетсемпе фестивальсем, çар мухтавӗн кунӗсем ирттермелле, республикăри çар комиссариачӗн представителӗсемпе, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин, Афган, Чечня вăрçисен ветеранӗсемпе тата Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе тӗлпулусем йӗркелемелле.

Сăнӳкерчĕк Çĕпрел районĕн сайтĕнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: воспитание