Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра сыснасен африка мурне пула хир сыснисен шутне 800 пуç кăна хăварнă

Пурӗ Биологи ресурсӗсен патшалăх комитечӗн кăтартăвӗсемпе вӗсем республикăра 6000 пуç хисепленсе тăнă

Специалистсен шучӗпе, сыснасен африка мурӗ сунар хуçалăхӗсене пысăк сиен кӳме пултарать, çавăнпа та хир сыснисен шутне тишкерсе тăмалла.

Хальхи вăхăтра Раççейре сыснасен африка мурне хирӗç вакцина хатӗрлеççӗ, вăл 2024 çул валли хатӗр пулмалла.

Пӗр вăхăт Самар облаçӗнче хир сыснине тытмалли сунар билечӗсене 600 тенкӗпе çеç сутнă. Февралӗн 28-мӗшӗччен ăна тытма юранă. Анчах та сысна мурне пула йышăннă çирӗп йӗрке сунарăн мӗн пур илемне пӗтерсе хунă.

Сунарçă билет илсе ухутара хир сыснине тытсан, унăн чӗрчунăн тирне сӳмелле пулать. Ăна выльăхăн хырăмлăхӗ-пыршипе пӗрле ним юлмиччен çунтарса ямалла. Унсăр пуçне районти ветеринари службин специалисчӗсене чӗнтерсе ашне анализа памалла. Лешсем пробăсене тӗрӗсленӗ хыççăн кăна вăл аша киле илсе кайма юрать. Унччен тытнă чӗрчун тушки туратран çакăнса тăмалла. Енчен те лабораторие панă пробăра сыснасен африка мурне асăрхасан, чӗрчун тушкине ним юлмиччен çунтарса ярасси те ăна тытнă сунарçăн яваплăхне çаврăнать. Унсăрăн пысăк штраф параççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев