Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра та "Артекри" пекех кану пулать

"Губернаторский лагерь" статуса тивӗҫнӗ лагерьсем Раҫҫейре 7 кӑна пулнине шута илсен, малашне "Камӑра" тутарстансем кӑна мар, ытти регионсенчи ачасем те канма пултарӗҫ

 

Паян, Ачасене хӳтӗлемелли кун, Анат Камӑра пуҫлӑхсем юсаса ҫӗнетнӗ "Кама" кану лагерьне йышӑнӗҫ. Президентӑн "Лето – детям" программине пурнӑҫласа тата ТР Ҫамрӑксен ӗҫӗсен министерстви хутшӑннипе кунта пысӑк юсав тунӑ тата инфраструктурӑна сарнӑ. Халӗ "Кама" пӗр сменӑра 372 ача йышӑнаять. Эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ лайӑхлансан, паллах.
"Кама" лагерь "Губернаторский лагерь" проекта хутшӑннипе унта "Артекӑн" сертификациленӗ вӗрентӳ сменисем иртӗҫ. Ҫакӑ ачасен канӑвӗн пахалӑхӗ ҫӗнӗ шая ҫӗкленессине пӗлтерет. Профильлӗ сменӑсем ачасен кӑсӑкланӑвӗсемпе таланчӗсене шута илӗҫ.

Сӑнӳкерчӗксем "Кама" ДОЛ страницинчен

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев