Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра «Все СВОи» патриотизм марафонĕ иртет

Вăл паян, октябрӗн 17-мӗшӗнче 10:00 сехетре пуçланать. Марафона ТР Çар комиссариачӗн контракт служби иртекенсене суйламалли пункчӗн пуçлӑхӗн çумӗ Рустем Сафиуллин, Хусанти контракт служби иртекенсене суйламалли пункчӗн пуçлӑхӗ Евгений Токмаков, ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева хутшӑнӗç.

12 сехетлӗ марафон ятарлă çар операцине хутшӑнакансене пӗрлештерӗ. Çавӑн пекех мобилизациленнисен арӑмӗсемпе тӑванӗсем, ТР халӑх артисчӗ Салават Фатхетдинов, ТР тава тивӗçлӗ артистки Марина Карпова, политолог тата Раççей разведчикӗ Андрей Безруков, РФ Общество палатин членӗ Александр Малькевич, муниципаллӑ йӗркеленӳсен пуçлӑхӗсем, соцхӳтӗлев, ыр кӑмӑллӑх организацийӗсен представителӗсем тата ыттисем те хутшăнĕç марафона.

Тӳрӗ эфирта контрактлӑ служба тата СВО пирки каласа парĕç, çавӑн пекех геройсем хăйсемпе паллаштарĕç тата ятарлă çар операцине  хутшӑнакансене мĕнле социаллӑ пулӑшу панине те пĕлме пулӗ.

Трансляци heroes-tatarstan. ru сайтра иртӗ. Тулли трансляцие çавӑн пекех ТНВ телеканалта, ВКонтактре «Республика Татарстан» ушкăнра пӑхма пулать. Куракансем 117 номерпе шӑнкӑравласа е QR-кодпа чат урлӑ ыйтусем пама пултараççĕ.

Аса илтеретпӗр, Тутарстанра контракт мелӗпе службӑна суйласа илмелли пунктсем тата 117 колл-центр ӗçлет. Тĕплĕнрех http://heroes-tatarstan.ru/ сайта кĕрсе пĕлме пулать. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: СВО