Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри бюджет системи Linux çине куçать

Тутарстанра бюджет системин ӗçченӗсене пурне те Windows ют çӗршыв операци системинчен Раççейри Linux çине куçараççӗ. Урăхла каласан Раççей операци системиллӗ компьютерсем илсе параççӗ. Пӗтӗмпе 150 пин ӗç вырăнне пырса тивӗ ку.

– Ыйтăвăн пысăк блокӗ вăл – муниципалитетсемпе патшалăх влаçӗн органӗсен сотрудникӗсем. Мӗнле пулсан та политикăлла йышăну пур – хамăрăн операци системи çине куçатпăр, – тенӗ ТР Цифра аталанăвӗн министерствин ертӳçи Айрат Хайруллин çак кунсенче журналистсемпе тӗл пулсан.

Чиновниксем усă куракан мӗнпур техникăна çитес çур çулта хамăрăн Linux система çине куçарма йышăннă. Тӗрӗссипе, ку ӗç маларах пуçланнă-ха пирӗн,  учительсене, тӗслӗхрен, 2020 çултан хамăрăн операци системиллӗ ноутбуксемпе тивӗçтереççӗ. Кашни 5-7 çултах техникăна çӗнетес ӗç малалла та пырӗ. Çавăнпа çитес вăхăтра бюджет системине йăлтах Linux çине куçарӗç. Министр каланă тăрăх, Раççей операци системи ют çӗршывринчен кая мар, хăйӗн ведомстви тахçанах Linux çине куçнă унăн. «Раççей системин настройкине питӗ çăмăл тунипе çын ют çӗршыв продукчӗпе хамăрăнни хушшинчи уйрăмлăха туймасть», – тенӗ вăл кун пирки.

 Çӗнӗ система çине куçмашкăн республикăна 1,5 миллиард тенкӗ кирлӗ, Тутарстан бюджетӗнче кун чухлӗ укçа çук. Çавăнпа йӳнӗрех хакпа курттăммăн куçармалли майсене шыраççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество