Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Раççей Геройӗпе Расим Баксиковпа тӗл пулнă

Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин Хусанта Раççей Геройӗпе Расим Баксиковпа тӗл пулнă, тесе пӗлтерет ТР ЧНКА пресс-служби.

Тутарстанри чăвашсен лидерӗ ентешӗмӗре, «Алеша» танкăн командирне ăшшăн саламласа кӗтсе илнӗ, службăра та, ачасемпе çамрăксене патриотла воспитани парас ӗçре те ăнăçу суннă.

Аса илтеретпӗр, Расимăн кукамăшӗ Елена Федоровна Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнчен. Ӳсме вара Алексеевски районӗнчи Пӳлер ялӗнче çитӗннӗ пулас Герой.

Сентябрьте Расим Баксиков Аксу районӗнче иртнӗ мероприятисене хутшăнни пирки «Суварта» çырнăччӗ. Çавăн чух Савгачево ялне те ятарласах килнӗ вăл. Ял çыннисемпе, шкул ачисемпе тӗл пулса калаçнă, масар çине çитсе тăванӗсен вилтăприйӗсем çине чечек хунă. 

 

Сăнӳкерчӗк ТР ЧНКА пресс-службин. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев