Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗ черетлӗ ларăва пухăнать

Пандеми пăтăрмахӗсем нумайранпа тӗлпултармарӗç чăваш хастарӗсене

Сентябрӗн 25-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрмере ТР ЧНКА Канашӗн черетлӗ ларăвӗ пулать. Ăна автономин 2023 çулхи ӗç планне калăплассине халалланă. Плансем нумай. Вӗсен шутӗнче: халăх культурипе чӗлхине упраса хăварас ӗçре влаç органӗсемпе кирлӗ хутшăнусем йӗркелесси, этнокультура аталанăвне туризм ӗçӗ-хӗлӗпе çыхăнтарасси, çитес çулхи тӗп праçнике «Уява» еплерех ирттересси тата ытти те. Пухура районсенчи чăваш центрӗсем кăçалхи 9 уйăхра еплерех ӗçленине те пăхса тухӗç.

Тутарстанри хуласемпе районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсен çак пухăва хăйсен заместителӗсемпе пӗрле килмелле. ТР ЧНКА Канашӗн пайташӗсене 11:00 сехетре Сиктӗрме ялӗн Культура çуртӗнче кӗтеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев