Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри чирлӗ ачасем валли питӗ хаклӑ эмеле республикӑна апрель уйӑхӗнче илсе килеҫҫӗ

 Хальхи вӑхӑтра "Спинразӑн" пӗр ампули 5,6 млн тенкӗ тӑрать. Пӗр ачана сиплеме ҫулталӑкне 35 миллион тенкӗ кирлӗ

Спинально мышечная атрофияран (СМА) усӑ куракан препаратсем ҫинчен ТР сывлăх сыхлав министрӗн ҫумӗ Фарида Яркаева каласа панӑ.

Иртнӗ ҫулӑн октябрь уйӑхӗнче СМА ачасем сайра аптӑракан 19 чир шутне кӗнӗ, ӑна пуянсечен илӗнекен хушма налог укҫипе сиплӗҫ. "Спинраза" препарата "Круг добра" фонд пулӑшнипе туянӗҫ. Унта ӳстернӗ тупӑш налогӗн укҫисем кӗрсе пыраҫҫӗ.
Пурӗ Тутарстанра СМАпа чирлӗ 28 ача пурӑнать. Яркаева сӑмахӗсемпе, препарат республикӑна партисемпе килет. Вӑл кашнине ҫитӗ тесе шантарнӑ министр ҫумӗ. Республика Минздравӗ федераллӑ центра ачасене эмелпе ҫулталӑклӑх тивӗҫтерме ыйтса заявка ярса панӑ. Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви мӗн пур заявкӑна ырланӑ.
Хальхи вӑхӑтра "Спинразӑн" пӗр ампули 5,6 млн тенкӗ тӑрать. Пӗр ачана сиплеме ҫулталӑкне 35 миллион тенкӗ кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев