Тутарстанри чи цитатăланакан хыпар хатӗрӗ - «Татар-информ» пулса тăнă
2022 çулхи иккӗмӗш квартал пӗтӗмлетӗвӗсемпе республикăри чи цитатăланакан хыпар хатӗрӗсен списокӗнче пӗрремӗш вырăна тухнă. Медиаресурссен рейтингне «Медиалогия» сервисăн аналитикӗсем хатӗрленӗ.
«Татар-информăн» цитатăлану индексӗ 304,12 баллпа танлашнă. Малта пыракан 20 хыпар хатӗрӗсен хушшинче «Татмедиа» акционерлă обществон ытти ресурсӗсем те пур. Тӗслӗхрен, «Татарстан-24» телеканал (4 вырăн), «Челнинские известия» хаçат (5 вырăн), «Казанские ведомости» (15 вырăн), «НТР - «Нижнекамск» (19 вырăн). «Новый век» ТРК 8-мӗш вырăн йышăннă.
Чи малтисен шутӗнче «Татар-информ» хыççăн, «Бизнес-онлайн» электронлă хаçат (2 вырăн) тата Inrazan сеть кăларăмӗ (3 вырăн) пыраççӗ.
«Медиалогия» çак рейтинга чи витӗмлӗ 78 пин çăлкуçа (вӗсен шутне Телевидени, радио, хаçатсем, журналсем, информаци агентствисем, интернетри хыпар хатӗрӗсем кӗреççӗ) шута илсе тунă. Тӗпчеве апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 30-мӗшӗччен тунă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев