Тутарстанри М-7 трассăн ултă участокӗнче хăвăртлăха ӳстернӗ
«Волго-Вятскуправдорăн» пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанри М-7 «Волга» трассăн ултă участокӗнче хăвăртлăха кăтартакан знаксене сехете 110 километр таран ӳстернӗ
«Çак меслет тарссăпа машинăсене иртес вăхăта чакарма пулăшать», - тесе палăртнă пресс-службăра.
Çăмăл автомобильсем тата йывăрлăхӗ 3,5 тонна таран пулнă машинасем валли çулпа çӳрес хăвăртлăх чиккине сехете 110 километр таран М7 трассăн çак участокӗсенче ӳстернӗ:
861+900 – 865+390 км, 865+990 – 867+600 км, 879+500 – 884 км, 885 – 896 км, 975+300 – 980+300 км, 981+500 – 985 км.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев