Тутарстанри туйăн хирӗсене рекультивацилесси сакăр миллиард тенке кайса ларать
Çак ӗçсене пирӗн республикăра патшалăх финанславӗпе пурнăçа кӗртеççӗ: 81% - федераллă бюджет укçисем, 19% - Тутарстан бюджетӗнчен
«Утилизацин пӗтӗмӗшле технологийӗ пӗрин хыççăн тепри пилӗк тӗп задачăна пурнăçа кӗртесси çине каймалла: шывран тасатасси, обеззараживани, сиенлӗ хутăшсенчен тасатасси, тӗпне ларнине вырăнтах тасатасси, çавăнпа пӗрлех сиен кӳнӗ территорие рекультивацилесси, ӗçсене туса ирттернӗ вăхăтра тухакан сиенлӗ шăрша нейтрализацилесси», – тесе ăнлантарнă ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков. Ун сăмахӗсемпе, рекультивацие геотурбировани меслечӗпе туса ирттереççӗ, çак меслет паянхи кун чи лайăххи шутланать. Ӗçсем 2024 çулта вӗçленмелле. Çакăн хыççăн Тутарстан пухнă пӗлӗве ытти регионсене çитерме палăртнă. Ку енӗпе пӗчӗккӗн пур çӗрте те ӗçленме тытăнни çӗршыври халăхăн пурнăçне лайăхлатма пулăшать.
Сăнӳкерчӗксем ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-службинчен тата «Татар-информ» агентствон Телеграмм-каналӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев