Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри хӗрарăмсем качча иртерех каяççӗ, анчах та ачине каярах çуратаççӗ

Тутарстанри кашни çемье нумай ачаллă пулма пултарать, анчах та çакăн валли ачасене иртерех çуратма тытăнмалла

Республикăри демографи мониторингӗн пӗтӗмлетӗвӗсене социологи наукисен докторӗ, ТР Наука академийӗнчи Çемье тата демографи центрӗн директорӗ Чулпан Ильдарханова илсе кăтартнă. Çакна вăл ТР Министрсен Кабинетӗнчи ЗАГС Управленийӗн пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче тунă. 
«Хӗрарăмăн çемье çавăрнин парадоксӗ пирӗн хӗрсем вăтамран илсен 28 çулта качча тухнинче (Раççейпе илсен вăтам кăтарту 30 çул пулать), ачисене вара вӗсем каярах 29 тултарсан кăна çуратаççӗ. Ытти регионсенче çак пулăм маларах пулса иртет – 28 çулта», – тесе пӗлтернӗ социолог. 
Доклад тăвакан палăртнă тăрăх, Тутарстанри кашни çемье нумай ачаллă пулма пултарать, анчах та çакăн валли ачасене иртерех çуратма тытăнмалла. 
Алексей Наумов сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев