Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстансем цифра профессийӗсене йӳнӗ хакпа е пачах тӳлевсӗр вӗренме пултараççӗ

Вӗрентӗве çӗршыври «Цифровая экономика РФ» наци программин «Кадры для цифровой экономики» федераллă проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркелеççӗ. Скидкăпа вӗренме льготăллă категорири граждансем пултараççӗ. Çыннăн аслă е вăтам професси пӗлӗвӗ пулмалла, е вăл сутдент пулмалла

Çапла инвалидсене 100 проценчӗпех скидка парăнать. Ӗçсӗр ларакансем те тӳлевсӗр е 75% скидкăпа вӗренме пултараççӗ. Виçӗ çул тултарман ачаллă атте-аннесем вӗренес тесен, 50 е 75 процент сахалрах тӳлӗç. Çавăн пекех çур хакне тӳлесе студентсем, бюджетниксем, сахал тупăшлă çынсем вӗренсе тухма пултараççӗ. Вӗрентӳ направленийӗсемпе скидкăсем çинчен тӗрлӗнрех ак çак ссылкăпа https://profidigital.gosuslugi.ru/?sortKey=price кӗрсен пӗлме пулать.

Хăвăра килӗшекен курса суйласа илӗр. Проектра хутшăнма тата скидка калăпăшне палăртма анкетăна тултарăр. Заявкăна ырланине кӗтсе илӗр. Вӗренӳшӗн скидкăпа тӳлӗр. Вӗренсе тухса хушма вӗрентӳ çинчен документ илӗр.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев