Тухăç халăхӗсен культурипе Хусан паллаштарть
Ноябрӗн 12 мӗшӗнче Хусан Ратушинче «Тухăç пасарӗ» Тухăç культурисен фестивалӗ уçăлать
Кăçал фестивале 40 çӗршыв хутшăнать, хăнасем Раççейӗн 20 регионӗнчен килӗç. Йӗркелӳ комитетне республикӑра кӑҫал наци культурисен Пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей – Хӗвелтухӑç» фестивальне Хусанти «Тухӑҫ пасарӗ» хатӗрлес енӗпе йӗркелерӗҫ. Çакăн пек пысăк мероприятие ирттерме ТР Министрсен Кабинечӗн хушӑвӗпе йӗркелӳ комитечӗ туса хурасси пирки ăларнă хушу çине ТР Пемьер-министрӗ Алексей Песошин алӑ пуснӑ.
Фестивалӗн йӗркелӳ комитетне ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева ертсе пырать. Унăн умӗсем: ТР Патшалӑх Канашӗн председателӗн çумӗ, ТР Раисӗ ҫумӗнчи Тутар чӗлхине тата республикӑри халӑхсен тӑван чӗлхисене упраса хӑварас, аталантарас ыйтусемпе ӗлекен Комисси пуҫлӑхӗ Марат Ахметов, республикӑн вице-премьерӗ-Тутарстанăн Раççей Федерацийӗнчи полномочиллӗ представителӗ Равиль Ахметшин, яваплă секретарӗ ТР Кабмин Аппарачӗн ТР Культура тата халӑхсен чӗлхисене аталантарассин Управленийӗн пуҫлӑхӗ Ляйсан Низамова.
Чи малтанах фестиваль Тухăç халăхӗсен эстрада юрăçисен проекчӗ пек иртнӗ. Халӗ вара унăн тӗп шухăшӗ те самай анлăрах, программи те ӳснӗ. Темиçе куна тăсăлакан фестиваль программинче концертсем, конференцисем пулаççӗ. Кăçал тата «Восточная вечеринка» ятпа унта хутшăнакан халăхсен культура кунӗ хăйне май дискотека пек иртӗ. Унта иртекен мастер-кассенче ташлама вӗрентӗç, тӗслӗхрен, хырăм ташши. Совет Союзӗнченех питӗ паллă, пурте юратакан «Ялла» вокалпа инструментсен ансамблӗн концертне пыракансем кăçал та, пӗлтӗрхи пекех нумай пулӗç. Фестиваль ноябрӗн 22-мӗшӗнче «Пирамида» Культурăпа кану комплексӗнче пысăк концертпа вӗçленет.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев