Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тӑваньелӗнче палӑк уçрӗç

Ятарлӑ çар операцийӗнче пуç хунӑ ентешсене асӑнса лартнӑ палӑксен шучӗ çумне республикӑра тепӗр палӑк хушӑнчӗ. Ӑна ноябрӗн 3-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Тӑваньел ялӗнче уçрӗç. Черетлӗ палӑк – паянхи кун паттӑрӗсене, Тӑван çӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешсе пуç хунӑ салтак-ентешсене сума суса тав тунин, ячӗсене ӗмӗрлӗхе хӑварнин символӗ.

Монумент çине ятарлӑ çар операцийӗнче паттӑррӑн пуç хунӑ çак ялӑн пилӗк салтакӗн ячӗ çырӑннӑ. Вӗсем: Игорь Анатольевич Иванов рядовой; Алексей Сергеевич Борисов – 7-мӗш номерлӗ штурм отрячӗн штурмовикӗ; Сергей Геннадиевич Горбунов – мотострелоксен уйрӑмӗн  наводчикӗ, рядовой; Геннадий Анатольевич Ильин – мотострелоксен взвочӗн стрелокӗ; Андриян Анатольевич Мышов – уйрӑм командирӗ, прапорщик.

Палӑка уçмашкӑн хӑнасем, ял-йыш, тӗрлӗ вӑрçа хутшӑннӑ ветерансем, шкул ачисемпе юнармеецсем йышлӑн пухӑнчӗç.

Мероприяти яланхи пекех ­митингран пуçланчӗ. Палӑк çинчи пусмана сирсе уçмашкӑн тӑ­ванелсем хӑнасене шанчӗç.

Ентешсене асӑнса чечек хунӑ хыççӑн Алешкин Саплӑкри В.С.Де­ментьев ячӗллӗ шкул ачисем чуна пырса тивекен сӑвӑсем каларӗç, ятарласа литература монтажӗ хатӗрленӗччӗ вӗсем.

– Çакӑн пек ентешсем пуртан тӑнӑçлӑ пурнӑçпа пурӑнма май пур паян пирӗн. Çӗршыв ирӗклӗхӗшӗн, тӑнӑçлӑхпа мирлӗ тӳпешӗн кӗрешекен Раççей салтакӗсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав, – терӗ Çӗпрел Ӗçтӑвком ертӳçи Рустам Мухаметзянов хӑй сӑмахӗнче.

Пуç хунӑ ентешсен çывӑх тӑва­нӗсем – Алексей Борисовӑн амӑшӗ Людмила Зиновьева, Геннадий Ильинӑн пӗртӑванӗ Вячеслав Ильин, Сергей Горбуновӑн ывӑлӗ Максим Горбунов, Андриян Мышовӑн пӗртӑванӗ Олег Мышов, Игорь Ивановӑн хӗрӗ Валерия Симукова – тухса калаçни чи хумхануллӑ самант пулчӗ.

Пуç хунӑ ентеш-салтаксене асӑн­са Тӑваньелӗнче çакнашкал монумента çапӑçусенче пулнӑ полици прапорщикӗн Александр Валерьевич Аббазовӑн пуçарӑвӗпе лартнӑ. 

– Паттӑр пулса çуралмаççӗ, тӗрӗслев саманчӗсенче пулса тӑраççӗ. Паян эпир паттӑр-ентешсен ашшӗ-амӑшӗсене çакӑн пек ывӑлсем çуратнӑшӑн тав тӑватпӑр. Вӗсен ачисем ыттисен пурнӑçне сыхласа хӑварас тесе хӑйсен пурнӑçне панӑ, – терӗ прапорщик кун пирки.

Монумента лартма пуринчен­­ нумай тӑрӑшнӑ Александр Валерьевич Аббазова, Андрей Геннадьевич Баранова, Рамиль Радикович Гафурова, Эдуард Велиуллович Зарипова, Виктор Анатольевич Ильина Çӗпрел район пуçлӑхӗн Тав çырӑвӗпе чысларӗç.

Ятарлӑ çар операцийӗнче пуç хунисене пӗр минут шӑп тӑрса асӑнчӗç.

«Ятарлӑ çар операцийӗнче çар задачисене пурнӑçласа, ачасемпе хӗрарӑмсене, аманнисене, мирлӗ граждансене хӳтӗлесе пуç хунӑ мӗнпур салтака ӗмӗр асра упрӑпӑр», – текен сӑмахсемпе вӗçленчӗ митинг.

Тӑваньелӗнчи çак монумент та акă ентешсен паттӑрлӑхӗн историне упракан вырӑн пулӗ. Хуть кам та килсе асӑнма пултарӗ.

Гулия ФАИЗОВА.

Автор сӑнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев