Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Уяв кунӗпе!

Паян, ноябрӗн 29-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Ялавӗн кунӗ


1990 çулхи августăн 30-мӗшӗнче ТАССР Верховнăй Совечӗ Тутар Совет Социализмла Республикин (1992 çулхи февралӗн 7-мӗшӗнчен Тутарстан Республики) патшалăх суверенитечӗ çинчен Деклараци йышăннă. 

Çак кунран Тутарстанăн наципе патшалăх тытăмӗ тӗпрен улшăнма пуçланă. Çав çулах ТАССР Верховнăй Совечӗ Республика Конституцине хатӗрлеме ятарлă комисси йӗркеленӗ, ăна Минтимер Шаймиева ертсе пыма шаннă. Патшалăх символӗсене хатӗрлессипе ӗçлекен комиссие халăх депутачӗ, поэт Ренат Харис ертсе пынă. Республикăн ялавне, гербне тата гимне тума конкурс пуçарнă. Республикăра тухса тăракан хаçат-журналсенче патшалăх символӗсен проекчӗсене пичетлесе халăхпа сӳтсе явнă. 

Темӗн вăхăт ӗçленӗ хыççăн ТАССР халăх художникӗн, Г.Тукай ячӗллӗ ТАССР патшалăх премийӗн лауреачӗн Тавиль Хазиахметовăн ялав проектне йышăнă. ТАССР Верховнăй Советра çак проекта сӳтсе явнă чух пулас ялавăн тӗсӗсем мӗнле, ярăмӗсем мӗн сарлакăш пуласси пирки тавлашусем пынă. 194 депутат йышăнăвӗпе Тутарстанăн паян эпир лайăх пӗлекен триколора — симӗс, шурă, хӗрлӗ тӗссемпе — çирӗплетнӗ. Çак историлле пӗлтрӗшлӗ йышăну 1991 çулхи ноябрӗн 29 мӗшӗнче пулса иртнӗ.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество