Уявăн çитменлӗхӗсемпе лайăх енӗсене сӳтсе яврӗç
Элкел районӗнчи чăваш культурипе чӗлхине аталантарас темăпа çавра сӗтел Сиктӗрмери Петӗр Хусанкай музей-клубӗнче иртрӗ. Унта районти чăваш ялӗсен хăйтытăмлăх канашӗсен ертӳçисем, шкулӗсен директорӗсем, чăваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, ача сачӗсен заведующийӗсем, клубсенче ӗçлекенсем, библиотекарьсем пухăнчӗç.
Президиумра ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев, Элкел муниципаллă районӗн пуçлăхӗн çумӗ Мария Платонова, «Çӗнӗ Сăвар» этнокомплексăн ертӳçи Инна Лисина, пуху секретарӗ Ольга Салюкова ларчӗç.
Пухăннисем иртнӗ Уяв еплерех иртнине хакларӗç, çитменлӗхсене пăхса тухса лайăх енсене тишкерчӗç. Çитес Уява тата лайăхрах йӗркелес тесе мӗн тумаллине сӳтсе яврӗç.
Иртнӗ Уявра сценăсем çинче те, лапамра та хăнасем хуçаланчӗç. Элкел районӗн чăвашӗсене çынсем кураймарӗç тесен те юрать. Çав вăхăтра Хусанкай ентешӗсен культура тӗлӗшӗнчен те, пултарулăхпа та ыттисенчен кая мар. Районта чăвашла вӗрентекен 6 шкул кăна пулсан та, чăваш ялӗсем, чăвашпа хутăш ялсем ку тăрăхра сахал мар.
2023 çулхи Уява çамрăксене ытларах явăçтарас тесе тăрăшмалла. Çакăн валли «Уяв пики» конкурса çеç ирттерни çителӗксӗр. Кăçал çамрăксен «Аталан» пӗрлешӗвӗ Уяв умӗн икӗ кун маларах Сиктӗрмере чăваш çамрăкӗсен пултарулăх фестивальне ирттерме хатӗрленет. Çакă тӗп мероприятие яш-кӗрӗме ытларах илӗртме май парӗ.
Çавăн пекех кăçалхи Уявра ачасен пултарулăхӗн конкурсне ирттерме палăртрӗç пухăннисем. Ачасене халăх вăййисене те выляма вӗрентмелле, юрлама-ташлама та.
Кăçалхи Уявра килти сăра фестивале ирттерме палăртнă, «Янра хут купăс» конкурса, çыравçăсемпе сăвăçсене уйрăм сцена парасшăн. Мӗншӗн тесен кăçал чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет.
Инна Лисина сăмахӗсем тăрăх, Уяв унта хутшăнакансемпе куракансене кăна мар, туристсене те илӗртмелле. Паянхи кун Сиктӗрмери этнокомплексра пулас музейсен кӳлеписем ӳссе ларнă ӗнтӗ. Крепоçра салтаксен касармисемпе лаша витисем пулаççӗ. Шурă мунчасене ӗнтӗ туса лартнă, планра хура мунчапа шыври мунча. Хӗллехи каникул вăхăтӗнче кунта нумай çын ачисемпе пӗрле канма килнӗ. Вӗсем валли йӗлтӗр, коньки, лашапа ярăнассине хатӗрленӗ. Анчах та ку çителӗксӗр. Çавăнпа та чăваш Хӗл Мучийӗн резиденцине те тăвас шухăш пур сиктӗрмесен.
Вырăнти зоопарка хăш-пӗр выльăхсене илсе те килнӗ ӗнтӗ. Ял хӗрринче маралсемпе тӗвесем хӗл каçнине пӗлекен сахал пулӗ. Сиктӗрме акăшӗсем те ниçта та вӗçсе кайман, куракансене кӗтеççӗ.
Элкел чăвашӗсем хастар пулмасан çак комплекса аталантарма çăмăл пулмасть. Мӗншӗн тесен вăл чи малтан Хусанкай ентешӗсен культурине сăнарламалла.
Пухăннисем йӗркелӳ ушкăнне кӗрекен çынсене палăртса кашни эрнере тӗл пулса канашлама калаçса татăлчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев