Ула кураксем кӑранклатаççӗ пулсан — çил-тӑман тухать
Çӗнӗ хыпарсем

Ула кураксем кӑранклатаççӗ пулсан — çил-тӑман тухать

Раштав уйăхӗн 15-мӗшӗ – Аввакум. Лапка-лапка юр çусан çулла курăк ăнса ӳсет.

 

• Раштав уйăхӗн 16-мӗшӗ – Иоанн. Кушак ăшă вырăн шырать-тӗк –  сивӗтессе. Ку кун тӗлне юр сахал çунă-тăк – çитес çул тухăç япăх пулать. 

• Раштав уйăхӗн 17-мӗшӗ – Варвара. Çак кун тăвансемпе тавлашмалла мар. Кун сивӗ-тӗк – çуркунне кая юлса килет. Кăнтăртан çил вӗрсен – хӗл сивӗ пуласса. 

• Раштав уйăхӗн 18-мӗшӗ – Савва. Йытă юр çинче йăваланать-тӗк, кӗçех юр çăвать. Уйăп­сем йывăç турачӗ çине ларса юрлаççӗ – апла кӗçех çил-тăман пуласса кӗт. Кушак сахал çиет, нумай çывăрать-тӗк – çанталăк пăсăласса. 

• Раштав уйăхӗн 19-мӗшӗ – Хӗллехи Микула. Çак кун уяр-тăк – кӗçех сивӗтет. Микула кунӗнче килнӗ çынна кӗрекене лартса хăналамалла: вăл сӗтел хушшинчен кăмăллă тухсан хуçисем çулталăк ытлă-çитлӗ пурăнаççӗ имӗш.

• Раштав уйăхӗн 20-мӗшӗ – Амвросий. Ку кун çанталăк мӗнле – январь уйăхӗнче те çапла пулать. Йытă çӗрле улани – çил-тăмана. Чăхсем хыттăн кăтиклеççӗ – шартлама сивӗсем килессе кӗт.

• Раштав уйăхӗн 21-мӗшӗ – Потапий тата Анфиса. Çак кун пулăшу ыйтакансене хирӗçлемелле мар. Кирлӗ мар япаласенчен хăтăлмалла. Кивӗ, таса мар тум тăхăнмалла мар.

 


народные приметы

Нет комментариев