Ултă предметпа пӗрлехи вӗренӳ кӗнекисем пулаççӗ
Раççей шкулӗсенче çывăх вăхăтра 6 пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан предметпа — историпе, обществознанипе, хăрушсăрлăх никӗсӗ тата Тăван çӗршыв хӳтлӗхӗпе, географипе, вырăс чӗлхипе тата литературăпа — пӗрлехи вӗренӳ кӗнекисем пулаççӗ.
Çакăн пирки РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов А. И. Герцен ячӗллӗ Раççей патшалăх педагогика университетӗнче истори вӗрентекенӗсемпе иртнӗ тӗлпулура каланă.
— Вӗрентӳ системинче хăвăрт çулсем çук, — тенӗ С. Кравцов. — Вӗренӳ кӗнекисене, пособисене çырса кăларма вăхăт кирлӗ. Эпир çитес вӗренӳ çулӗ тӗлне 5 — 9-мӗш классенче вӗренекенсем валли истори тата обществознани учебникӗсене хатӗрлесе çитересшӗн. Çавăн пекех хăрушсăрлăх никӗсӗ тата Тăван çӗршыв хӳтлӗхӗ, географи, вырăс чӗлхипе литератури предметсемпе те вӗренӳ кӗнекисем хатӗрлес ӗç пырать.
Çавăн пекех министр тепӗр çӗнӗлӗхпе паллаштарнă — асăннă предметсене вӗрентмелли пӗрлехи календарлă план тăвасси пирки пӗлтернӗ. Календарлă план çӗнӗ материала вӗрентессине системăлать, ун тăрăх вӗренме çăмăлрах пулать имӗш.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев