Ултавçăсем çӗнӗ схемăпа ӗçлеме пуçланă
Минздравӑн суя приложенине телефон çине вырнаçтарса укçа çухатма пулать.
Аферистсем страхлакан компанисен ятӗнчен çынсене обязательнӑй медицина страхованийӗн (ОМС) полисне улӑштармалла тесе шăнкăравлаççӗ. Полис срокӗ тухнӑ та çӗнӗ — электронлӑ — полис кӑлармалла. Çакна тума Минздравӑн суя приложенине телефон çине вырнаçтарма ыйтаççӗ. Приложенире вирус пур. Ултавçăсем ун урлă сирӗн телефонăра кӗрсе мобильлӗ банка лӗкеççӗ.
ОМС полисӗсен срокӗ çук. Хут е пластик документсене электронлисемпе улӑштарма кирлех те мар. Анчах Патшалăх услугисен порталӗ урлӑ цифрӑллӑ полис — тӳлевсӗр тата приложени лартмасӑр — илме пулать. Ярса панă QR-код полис пекех ӗçлет.
Енчен те сире ОМС полисӗ пирки шăнкăравлас пулсан трубкӑна хурӑр та хӑвӑра полис панӑ страхлакан компание шӑнкӑравлӑр. Организацин ятне тата контакчӗсене документрах тупма пулать.
Асăрхануллă пулăр! Кирек мӗнле информацие те официаллӑ çăлкуçсенче тӗрӗслемелле. Палламан çынсем ыйтнипе мобильлӗ приложенисем лартасси е ссылкӑсемпе куçасси питӗ хӑрушӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев