Ульяновск е Чӗмпӗр?
«Справедливая Россия» партин регионти лидерӗсем Ульяновск хулин авалхи ятне тавăрасшăн.
Кӳршӗ Ульяновск облаçӗнче хальхи вăхăтра тӗп хулан Ульяновскăн авалхи ятне тавăрасси пирки хӗрӳ тавлашу пырать.Тӗрӗссипе, 1991 çултах пуçланнă-ха вăл. Пысăк тăкаксемпе çыхăннине пула кăна темиçе хутчен пăрахăçлама тивнӗ. «Справедливая Россия» партин вырăнти уйрăмӗн лидерӗсем каллех пуçарупа тухнине хыпарлать Идел реалии сайт. Сăмах май, çак партин пайташӗсем 2018 çулта Ленин тӳремне унчченхи Собор ятне тавăрнă пулнă ӗнтӗ.
Хулана авалхи ятне тавăрас шухăша вырăнти таврапӗлӳçӗсем çав тери хирӗç. Вӗсен шучӗпе, хулан ахаль те проблеми нумай, вӗсене татса памалла тата унчченхи Чӗмпӗртен пӗчӗк кӗтессемсӗр пуçнӗ нимӗн те юлман хулара, ытти йăлтах вăрçă хыççăнхисем: Засивияжский, Заволжский, Железнодорожный районсем мӗншӗн Чӗмпӗр пулмалла? Историрен: кунта 1870 çулта çуралнă Владимир Ильич Ленина халалласа хулана 1924 çулта Ульяновск ят панă пулнă.
(Е.Мустаева сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев