Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Унтакшăсем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли тепӗр маскировка сечӗ çыхса панă

Акă Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене май пур таран яланах пулăшма тăрăшаççӗ, мӗншӗн тесен çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекенсем унта ку ялтан та пур. Александр Харитоновран, Иванпа Евгений Марковсенчен куллен хыпар кӗтеççӗ унтакшăсем. Çӗршыва хӳтӗлекенсем никамшăн та ют мар, кашни вӗсене хăйсен чи çывăх тăванӗ пек хисеплет, май пур таран сăмахпа та, ӗçпе те пулăшма тăрăшать.

Мăшăрсем, пиччесемпе шăллăмăрсем, ывăлсем Украинăри ятарлă çар операцийӗнче çӗршыв чысне хӳтӗленӗ вăхăтра сахал кам вӗсемшӗн кулянмасть, кӗл тумасть пуль. Нумайăшӗ паттăр салтаксене мӗнпе те пулсан пулăшас тесе тăрăшать – гуманитари пулăшăвӗ пухса волонтерсем патне çитерет.

Акă Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене май пур таран яланах пулăшма тăрăшаççӗ, мӗншӗн тесен çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекенсем унта ку ялтан та пур. Александр Харитоновран, Иванпа Евгений Марковсенчен куллен хыпар кӗтеççӗ унтакшăсем. Çӗршыва хӳтӗлекенсем никамшăн та ют мар, кашни вӗсене хăйсен чи çывăх тăванӗ пек хисеплет, май пур таран сăмахпа та, ӗçпе те пулăшма тăрăшать.

Çулла Унтакшăри хастар хӗрарăмсем маскировка сечӗ çыхса Аксу волонтерӗсенчен Донбасри хӳтӗлевçӗсем валли парса яни пирки эпир «Суварта» çырнăччӗ ӗнтӗ. Халӗ акă ялти библиотекарь Галина Михайловна Харитонова пуçарса ертсе пынипе унтакшăсем тепӗр маскировка сечӗ çыхса ăсатнă. Ялти Культура çурчӗн ӗçченӗсем те хутшăннă сăваплă ӗçе.

Ку хутӗнче маскировка сетьне унчченхинчен те пысăкрах çыхнă, çавăнпа ӗçе вӗçне çитерме 4 кун кирлӗ пулнă хӗрарăмсене. Иртен пуçласа каçчен вăй хунă вӗсем: кам-тăр пусма-тавара хăюсем çине касса тăнă, теприсем вӗсене сеть çине çыхса пынă. Калама кăна çăмăл пек ку ӗç, тума пуçласан чăкăлтăшлăхӗ пур. Çапах та никам та килне пăрахса кайман, пурте ырми-канми тăрăшнă.

Палăртса хăвармалла, хальхинче маскировка сечӗ çыхакансен йышӗ Унтакшăра тата хушăннă. Пархатарлă ӗçе тума хутшăннисене пурне те ятранах асăнас килет. Акă вӗсем: Галина Харитонова, Оксана Романова, Анна Маркова, Мария Краснова, Тамара Александрова, Людмила Филиппова, Анна Харитонова, Ирина Маркова, Ольга Петрова, Надежда Маркова, Алина Михайлова, Ираида Антонова, Настя Петрова, Надежда  Антонова тата Елена Костина. Кашни тав сăмахне тивӗçлӗ.

Ӗçлекенсем чей ӗçме пылак кучченеçсем кӳрсе панă ялти лавкка хуçине Андрей Самсонова чӗререн тав тăваççӗ.

Сăмах май, унтакшăсен маскировка сечӗ палăртнă вырăна çитнӗ ӗнтӗ. Çак кунсенче Аксури волонтерсем Донбаса гуманитари пулăшăвӗ леçсе таврăннă.

Г.Харитонова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

5

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев