Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Упана тӗл пулсан хӑвна мӗнле тытмалла?

Республикӑра ҫынсем хӑмӑр упасене тӗл пулаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Тутарстан республикин биоресурс Госкомитечӗ ҫак чӗрчуна курсан хамӑра мӗнле тытмаллине аса илтерет.

  1. Тискер чӗрчуна тӗл пулсан, хӑраса ӳкмелле мар, ӑна куҫран пӑхмалла мар (вӑл ҫакна сирӗн енчен агресси пек йышӑнать), ерипен аяккалла пӑрӑнса каймалла.
  2. Кирек мӗнле пулсан та, тискер кайӑк енне ҫурӑмпа ҫаврӑнма тата чупма юрамасть. Чӗрчун ҫывхарсан, ӑна хытӑ сасӑпа хӑваласа яма тӑрӑшӑр.
  3. Ҫавӑн пекех апат юлашкине вӑхӑтлӑх ҫурт - палатка, сунарҫӑ пӳрчӗ, пикник вырӑнӗнче ан хӑварӑр. Лагерьсене уҫӑ вырӑнсенче вырнаҫтарӑр.
  4. Нихӑҫан та упа ҫурисем патне ан ҫывхарӑр, вӗсем сире ҫав тери кӑмӑллӑ та хитре пек туйӑнсан та. Вӗсене ҫитерме е илӗртме ан тӑрӑшӑр. Упа ҫурисен амӑшӗ яланах вӗсен ҫумӗнче.

Унсӑр пуҫне специалистсем упасем пыла ҫав тери кӑмӑлланипе утара ҫӳреме юратнине аса илтереҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев